Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӗнер Ҫурҫӗр электричество сечӗн ертӳҫисемпе курнӑҫса Шупашкар районӗнчи кӳкеҫсен ҫутӑ ыйтӑвне хускатнӑ.
Район центрӗ пачах ҫутӑсӑр лармасть-ха. Анчах хӑш-пӗр урамра ку енпе ыйтусем самай. Колхоз урамӗнче пурӑнакансем, акӑ, напряжени пӗчӗккипе аптӑраҫҫӗ. «Иволга» (чӑв. Саркайӑк), «Надежда» (чӑв. Шанчӑк) пахча юлташлӑхӗсене ҫутӑ кӗртмен.
Депутатпа Ҫурҫӗр электричество сечӗсен ертӳҫисем калаҫни сая кайман. Чӑвашэнерго юпасене, трансформаторсене хӑй шучӗпе вырнаҫтарӗ.
Колхоз урамӗнчи ҫутӑ линине юсама май килменни ӑна Кӳкеҫ поселокӗн балансӗ ҫине регистрацилеменнипе ҫыхӑннӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче Шкул тата Карл Маркс урамӗсенчи линисем те шутра тӑманни палӑрнӑ.
Шупашкар район хаҫатне, «Тӑван Ене», 1995—2002-мӗш ҫулсенче редактор пулса ертсе пынӑ Юрий Листопад хӑйӗн машинине парнеленӗ. Анчах тӑватӑ урапаллӑ тусне мар, пичет машинине.
«Тӑван Ен» хаҫат ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнине хатӗрленме пуҫӑннине эпир маларахах пӗлтернӗччӗ. Редакци авалхи пичет машинисемпе пӗрлех тӗрлӗ ҫулта тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ район хаҫачӗн («Ленин ҫулӗпе», «Колхозник хаҫачӗ», «Ленинец») иртнӗ ӗмӗрӗн 20-60-мӗш ҫулӗсенчи подшивкисене пухассине пӗлтернӗччӗ. Хаҫат кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ытти япалана та унта кӑмӑлтан кӗтеҫҫӗ. Пухнӑ япаласенчен хаҫатҫӑсем музей кӗтесӗ йӗркелесшӗн.
Юрий Листопадӑн «Ятрань» электричество машини редакицн музей кӗтесӗнче вырӑн тупӗ.
Шупашкар районӗнче ҫамрӑксем валли каҫхи дискотека йӗркелеме пуҫласшӑн. Культура учрежденийӗсенче ташӑ каҫӗсем йӗркелессине сӳтсе явнӑ май райадминистрацин культура, туризм тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Екатерина Кириллова дискотека ирттерме май пуррипе ҫуккине тишкернине пӗлтернӗ. Кунта техника енчен май пуррипе пӗрлех видеосӑнав ӗҫленипе ӗҫлеменнине те шута илмелле.
Йӗрке хуралҫисем вара каҫхи дискотекӑсене хапӑлах мар. РФ Шалти ӗҫсен министерствин полицин участокри уполномоченнӑйӗсен тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов Ишлейри тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ. Ташӑ каҫӗсене йӗркеленине кура суту-илӳ точкисем те ҫурҫӗрчченех ӗҫлеҫҫӗ иккен. Янӑшрине вара асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачев ырӑ енчен асӑнса хӑварнӑ. Унта канмалли кунсенче ҫурҫӗр иртни пӗрреччен ташлаттараҫҫӗ пулин те йӗркене пӑсмаҫҫӗ. Культура учрежденийӗн ертӳҫи ют ҫынсене курсанах вӗсем ӑҫтан килнипе кӑсӑкланать имӗш.
Шупашкар районӗнче халӑх дружинине ҫынсем шыраҫҫӗ. Иртнӗ эрне тӗлне илсен, унта сакӑр ваканси пулнӑ.
«Ҫӑлтӑр» халӑх дружинине Шалти ӗҫсен министерствин ветеранӗ, СОБР экс-ӗҫченӗ, алӑ вӗҫҫӗн кӗрешессипе 1999 ҫулта Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ Василий Хорасев ертсе пырать. Йышра хальхи вӑхӑтра вунӑ ҫын тӑрать. Вӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем, патрульпе пост служби, полицин участокри уполномоченнӑйӗсем ҫумне ҫирӗплетнӗ.
Халӑх дружинникӗсен шалӑвӗ пысӑках мар. Квартала вӑл 6-8 пине ларать. Хӑшӗсем ӗҫе чунтан пурнӑҫлаҫҫӗ, хӑшӗсем службӑна тухманни те пулать. Вӗсене ӗҫрен сирме те тивет. Пӗлтӗр 8 ҫынна халӑх дружинникӗ пулма пӑрахтарнӑ. Маларах Тутаркасси тӑрӑхӗнче дружинниксем пысӑк йышпа службӑра тӑнӑ.
Юпа уйӑхен 4-мӗшӗнче иртнӗ Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкне панкрута кӑларма килӗшменнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ун чухне суд «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑччӗ. Хапрӑк ыттисем умӗнче те парӑма кӗрсе кайнине кура вӗсем те суда ҫавӑн пек тавӑҫпа ҫитнӗ. Ҫавсен шутӗнче Перекет банкӗ те пур.
Республика правительствин ларӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев банкӑн республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Олег Николина панкрута кӑларни производствӑна чӗртсе тӑратма пулӑшманнине каланӑ. «Эпир патшалӑх, республика интересне хӳтӗлетпӗр. «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 49 проценчӗ республика аллинче», — тенӗ Элтепер.
Ӗҫлетӗн-ӗҫлетӗн — ӗҫ укҫине вара тӳлемеҫҫӗ. Республикӑра шалу парӑмӗ темиҫе миллион тенкӗ пухӑннӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Авӑн уйӑхӗнчипе танлаштарсан, ку хисеп 14 миллион тенкӗ чакнӑ.
Организацисем мӗншӗн шалу тӳлеймеҫҫӗ-ха? Ытларах чухне ку укҫа ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Парӑмӑн ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсен. Ытларах Шупашкар ҫыннисем укҫасӑр лараҫҫӗ (16 миллион тенкӗ). Шупашкар районӗнче те парӑм виҫи пӗчӗк мар: 4,6 миллион тенкӗ.
Республикӑри 17 районпа 3 хулара ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах ҫук.
Ҫумӑр ҫунӑран ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗрулми пухса кӗртме ӗлкӗрӗҫ-ши? Ку ыйту ҫивӗч. Ҫӗрулмине камӑн мӗнле май пур — ҫапла пуҫтарать.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем те ҫӗрулми пухма тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Шемшер ял тӑрӑхӗнчи уй-хирте 50 ҫын «иккӗмӗш ҫӑкӑра» пуҫтарать. Вӗсенчен ҫурри — муниципалитет ӗҫченӗсем.
Уйра 4 техника тӑрӑшать. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пуҫлӑх ятарлӑ график тӑвасси пирки каланӑ. Унта вырӑнти администрацире ӗҫлекенсем пурте кӗрӗҫ.
Хальлӗхе Шупашкар районӗнче 48 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗрулми пухнӑ. Пӗтӗмпе вара 110 гектар «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартнӑ пулнӑ.
Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри пир тӗртекенсен канашлӑвӗ иртнӗ. Ку ӗҫ пирки тахҫанах маннӑ ӗнтӗ, анчах ӑстасем вӑл паянхи кун та пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине ӗнентереҫҫӗ.
Канашлӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан кӑна мар, Германирен, Латвирен, Молдовӑран та килнӗ. Пӗрремӗш семинар Шупашкар районӗнчи Вӑрманкассинче иртнӗ.
Канашлу кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал вара ӑна анлӑрах йӗркеленӗ. Унта тӗлӗнмелле хӑнасем килнӗ. Гамбургри Андреас Мюллер тӗрлӗ континентра пир тӗртме вӗрентет. Вӑл тӗнчипех ӑсталӑх класӗсем ирттерет. Вӑл станоксене хӑй те ӑсталать.
Мускавра та пир тӗртекенсем пур иккен. Елена Маркова пир тӗртме вӗрентет ав. Кашни ӑстан станокӗ расна. Халӗ вӗсене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлеме ҫӑмӑлрах. Компьютер версийӗсем те пур-мӗн.
Канашлӑва Александр Петров йӗркеленӗ. Вӗсен йӑхӗнче пир тӗртекенсем пулнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку ӗҫӗ ҫамрӑксене вӗрентмелле, вӗсем те пир тӗртчӗр. Ара, Чӑваш Енре кунашкал ӑстасем пур-ха. Вӗсем ку ӗҫе аталантараҫҫӗ, несӗлсен туприне упрама тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкне панкрута кӑларман.
Ӗнер, юпан 4-мӗшӗнче, ку предприятипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество хапрӑка панкрута кӑларас тесе кӑҫалхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче суда тухнӑччӗ. Ӗнер иртнӗ ларура суд ку ыйтӑва тивӗҫтермен.
Лару-тӑрӑва хытах тишкерекенсем тата тӗплӗн сӑнакансем «Чӑваш бройлерне» хӑйӗн умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ тесе айӑплама тӑрӑшакан «Ваша марка» общество чӑх-чӗп хапрӑкӗн 51 процентне тытса тӑракан Александр Четвериков акционерпа ҫыхӑннӑ, панкрута кӑларма юри хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, хапрӑкӑн тепӗр 49 проценчӗ — Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗнче. Хӑйӗн акцине маларах республика сутса яма та пӑхнӑччӗ, анчах туянакан тупӑнманччӗ.
Чӑваш Енре тепӗр стела вырӑн тупнӑ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче.
Ку стела тӑван кӗтесе юратнине кӑтартать. Хальхинче ӑна Ишлейре вырнаҫтарнӑ. «Я люблю Ишлеи» (чӑв. Эпӗ Ишлее юрататӑп) тесе ҫырнӑ унта. Шел, чӑвашла саспаллисемпе ҫырман...
Стелӑна кафе умӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал стелӑсене темиҫе ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чылай хулара лартаҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Канашра пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |